Професси енĕпе тепĕр пĕлÿ илекенсем урок ирттерес вăрттăнлăхсемпе паллашрĕç

020 çулхи раштав уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Тăван (чăваш) чĕлхепе литературăна вĕретмелли методика» программăпа професси енĕпе тепĕр пĕлÿ илекенсен стажировки иртрĕ.

Ĕçлĕ вĕренÿ этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин доценчĕ Анна Егорова ертсе пынипе ZOOM хушăм урлă иртрĕ.

Стажировкăна вĕренÿ пособийĕсен авторĕсем хастар хутшăнчĕç. Шупашкар районĕн Кăшавăш шкулĕн вĕрентекенĕ Евгений Майков (чăваш чĕлхиллĕ шкулта 8-9 классенче литература вĕрентмелли кĕнекесен авторĕсенчен пĕри) тата Йĕпреç поселокĕн 2-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Алена Ядрицова  (вырăс чĕлхиллĕ шкулта 5-9-мĕш классенче литература вĕрентмелли кĕнекесен авторĕсенчен пĕри) чăваш сăмахлăхне шкулта вĕрентес вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕç.

Хĕрлĕ Чутай районĕн Мишеркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Храмова чĕнÿ сăмахĕсемпе кăткăсланнă хутсăр предложенисене вĕрентессипе ăста урокĕ ирттерчĕ.  Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасен 2-мĕш шкулĕнче вăй хуракан Ирина Матьянова «Çăкăртан асли çук» видеоурокпа паллаштарчĕ. Шупашкар хулин 33-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Ирина Диарова 5-мĕш класра «Кашкăр – вăрман санитарĕ» темăпа уçă урок ирттерчĕ.

Патăрьел районĕн Сăкăт тата Туçи шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Валентина Яковлевăпа Надежда Кудряшова ертсе пынипе вĕрентекенсем тĕрлĕ программăпа усă курса (PowerPoint,  InShot) урок валли видеоматериал ăсталама вĕренчĕç.

Елчĕк районĕн Аслă Елчĕк шкулĕн вĕрентекенĕ Любовь Адюкова  ZOOMхушăм урлă ашшĕ-амăшсен пухăвне ирттернин паха опычĕпе паллаштарчĕ, ашшĕ-амăшĕпе тачă ĕçленин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ.

Элĕк районĕн Чăваш Сурăм шкулĕнче вăй хуракан Алина Петрова «Ю. Сементерĕн «Вилĕме улталани» хайлавне шкулта вĕрентесси» темăпа ăста урокĕ ирттерчĕ.

Стажировкăна пухăннисем пултаруллă ĕçлекен учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç.

Первоисточник: БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии