Иван Патмар çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май

Кăçал чăвашсен паллă фольклорисчĕ И. А. Патмар çуралнăранпа 100 çул çитет. И. Патмара ачасем  тĕрлĕ  юрă-такмак, юмах-халап, тěрě-эреш, кĕлĕсем, сăнав-календарь авторĕ пулнипе пĕлеççĕ. Унăн паллăрах кěнекисенчен çаксене асăнмалла: «Ача-пăча юмахěсем», «Чăваш фольклорě», «Ваттисен сăмахěсемпе каларăшěсем», «Ача-пăча сăмахлăхě», «Ленин халăх чěринче», «Чăваш халăх сăмахлăхě» ултă томлăх, «Улăп халапěсем». Паян Мишеркасси шкулĕнчи 5-6 класра вĕренекен ачасем И.Патмар пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашрĕç, автор пухнă юмах-халапсене вуларĕç.