Нарăсăн 25-мĕшĕнче тăван чĕлхесен кунне халалласа Чăваш Республикин Муркаш районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче «Шкул тата чăваш чĕлхи чĕрĕлĕвĕ» темăпа республика шайĕнче çавра сĕтел иртрĕ. Çавра сĕтелте сăмах чăваш чĕлхин халь хилару-тăрăвĕ, чăваш шкулĕсенче чăвашлăха сыхласа хăварас, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентĕвĕн пахалăхĕпе тухăçлăхне ÿстерес пирки пулчĕ.
Палăртмалла, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем те çавра сĕтеле активлă хутшăнчĕç. Хăйсем валли тăван чĕлхене упраса хăвармалли çул-йĕре палăртрĕç.