Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Ака уйăхĕн 19 — мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчě. Чи малтан классенче «И.Я. Яковлев – чăвашсене çутта кăлараканĕ» темăпа уроксем иртрĕç, уроксенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ ачасемпе И.Я. Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ, халăх шăпи, чăваш ҫыннин йăли-йĕрки, чăваш чĕлхине упрасси çинчен калаçрĕç.

И.Я.Яковлев – чăвашсене çутта кăларакан, халăха çырулăх парнелекен, пĕрремĕш вырăс графикине тĕпе хурса чăваш алфавитне йĕркелекен, пĕрремĕш чăваш букварĕ кăларакан, вĕренÿ кĕнекисем çыракан.