Апрелĕн 21-мĕшĕнче шкул шайĕнче «Ĕç çыннине чыс та мухтав» сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса 5-8 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ачасем хăйсен сочиненийĕсенче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи, Пантьăк ял тăрăхĕнчи хисеплĕ те сумлă çынсем пирки çырса кăтартрĕç. 2016 çула Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă. Ахальтен каламан ĕнтĕ, ĕç çынна илем кÿрет. Ĕçпе кăна пурнăç малалла та малалла аталанса пырать. Кашни ачан сочиненийĕ хăйне майлă интереслĕ, мĕн чухлĕ ăслă, ĕçчен те пултаруллă çын пурăнать иккен пирĕн тăрăхра. Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ. Ĕçрен кăна хăрамалла мар, вăл хăй пиртен хăратăр.