Эсĕ тăван чĕлхене пĕлетĕн-и?

«Эсĕ тăван чĕлхене пĕлетĕн-и?» çак ятпа Мишеркасси шкулĕнче конкурс иртрĕ. Конкурса икĕ ушкăн хутшăнчĕ: «Утаркассем» тата «Мишеркассем».   Вĕсем тĕрлĕ станцире ăмăртрĕç: «Чăваш чĕлхи», «Тăван сăмах», «Тăван тавралăх» тата «Пирĕн пултарулăх».

Конкурс питĕ интереслĕ те саванăçлă иртрĕ. Юлашкинчен жюри членĕсем 25 балл пухса пĕрремĕш вырăна «Мишеркассем» тухнине палăртрĕç. Икĕ ушкăна та тав хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕç.