Чăваш тĕрри - кун-çул çути

Тĕрĕ чăваш эрешĕн чи лайăх тĕслехĕсенчен пĕри шутланать. Мĕн ĕлĕкренех çынсем тĕрĕ тĕрленĕ. Ку вара чăваш халăхĕ питĕ ăста пулнине кăтартать.

Чăваш тĕрри историре мĕн авалтан пырать. Тĕрĕпе çынсем тумтире, тутăра, ал шăллисене илемлетнĕ. Амăшĕсем хăйсен хĕр ачисене мĕн пĕчĕкрен тĕрлеме верентнĕ. Çитĕнсе çитсен вара хĕрĕсем хăйсем хитре тĕрĕсем шухăшласа кăларма пултарнă. Ĕлĕк тĕрленĕ чух çынсем йĕтĕнпе, кантăрпа усă курнă. Тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе, шăрçасемпе илемлетнĕ.

Чăваш тĕррин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Тĕрĕре çын шухăшне те пĕлме пулать вĕт-ха. Вĕсем çынсене, чĕр чунсене, йывăç – курăка тата ытти япалана пĕлтерме пултарать.

 «Чăваш тĕрри – кун-çул çути» ятлă ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Унта ачасем питĕ активлă хутшăнчĕç.