Авăн уйăхĕн 29-мешĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Етĕрне районĕнчи Тури Ачакри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировкăра пулчĕç. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхи кафедри йĕркелерĕ.
Вĕрентекенем «Шухăшлар-ха юрату çинчен» (11 кл.), «Телефонпа терĕс калаçар» (6 кл.) уçă уроксем тата «Чăваш çĕршывĕн пуянлăхĕ» класс тулашĕнчи ĕç ирттерчĕç.
Тури Ачак шкулне килнĕ хăнасем «Хресчен хуçалăхĕ» музейра та пулса курчĕç. Юлашкинчен вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ А.С. Егорова ертсе пынипе пĕтĕмлетÿсем турĕç. Стажировка ăнăçлă иртрĕ.