Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май

Поэт, тĕпчевçĕ, публицист, чăваш поэзийĕн улăпĕ - Петĕр Хусанкай çуралнăранпа карлачăн 22-мĕшĕнче 110 çул çитет. Çыравçă   ятне асăнсанах пирĕн ума  чăваш халăхĕшĕн, литературăшĕн калама çук нумай ĕç туса хăварнă халăх поэчĕн сăнарĕ тухса тăрать. Вăл тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркисене, юрри-ташшисене, халапĕ-юмахĕсене вĕçĕ-хĕррисĕр юратнă сăвăç-патриот хăйĕн аслă чĕринче упраннă юрату туйăмне тĕнчери мĕнпур халăхсем пĕлсе тăччăр тесе тăрăшнă.Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта Петĕр Хусанкай 110 çул тултарнине халалласа «Эп пĕртак чăваш ятне çĕклесшĕн» ятпа класс тулашĕнчи ĕç туса ирттерчĕç. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ ачасене поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Ачасем Хусанкай çырнă сăвăсене вуларĕç. Петĕр Хусанкай  ячĕ тăван халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе юлĕ.