«Чăваш чĕлхипе литературине лайăх пĕлекенсем» ăс-хакăл вăййи иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче «Чăваш чĕлхипе литературине лайăх пĕлекенсем» ăс-хакăл вăййи иртрĕ. Çак вăйăра районти чи пултаруллă, ăслă ачасем хăйсен пĕлĕвĕпе пултарулăхне кăтартрĕç. Вăйă тĕрлĕ станципе иртрĕ:

1. «Чĕлхе – халăх мулĕ»;

2. «Чăваш Республикин паллă вырăнĕсемпе паллă çыннисем»;

3. «Чăваш сăмахлăхĕ»;

4. «Илемлĕх тĕнчи»;

5. «Пирĕн пултарулăх».

Мишеркасси шкулĕнчен 9-мĕш класра вĕренекен Анна Емельянова хутшăнчĕ. Вăл 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Сăмах май, Аня питĕ маттур та пултаруллă хĕр ача: тĕрлĕ конкурссене хутшăнать, сăвăсем те çыркалать, юрлама-ташлама юратать. Эпир пурте ăна саламлатпăр. Вĕренÿре ăнăçу сунатпăр.