Петĕр Ялкир - пирĕн сумлă ентеш

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче поэт, куçаруçă, журналист, драматург, пирĕн ентеш Петĕр Ялкир çуралнăранпа 95 çул çитрĕ.  Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă.  Ялти шкулта вĕреннĕ хыççăн пулас сăвăç Канаш педучилищинче, кайран Мускаври Литература институтĕнче пĕлÿ пухнă. Ялкир - СССР Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă,хастарлăхпа паттăрлăхшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Петĕр Ялкир тĕрлĕ хайлав çырса кĕнекесем кăларнă. Хăйĕн пурнӑçĕнче 250 ытла юрӑ çырнӑ. Вырӑс тата ытти халӑх композиторĕсен çĕршывĕпе те тĕнчипе паллă «Катюша», «Çĕр пÿрте», «Кĕт мана» юррисене чăвашла куçараканĕ те вăлах.

Паян Мишеркасси шкулĕнче Петĕр Ялкире халалласа мероприяти иртрĕ.  Михатайкина Н.И. библиотекарь кĕнекесен куравне йĕркелерĕ. Мероприятие 1-8 классем хутшăнчĕç. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Храмова С.В. ачасене çыравçăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Петĕр Ялкир сăввисенчен хывнă юрăсене Надежда Ивановнапа Светлана Витальевна юрласа пачĕç. Малалла вара сăвăçăсен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем поэтăн тĕрлĕ сăввисене вуларĕç.  Уяв интереслĕ те чылайлăха асра юлмалла иртрĕ.