«Чăваш чĕлхипе литературине лайăх пĕлекенсем» вăйă-конкурс

Нарăсăн 14-мĕшĕнче  «Чăваш чĕлхипе литературине лайăх пĕлекенсем» вăйă-конкурсĕ  иртрĕ. Çак вăййăн тĕп  тĕллевĕ: чăваш чĕлхипе  литературине  вĕренес  пахалăха ÿстересси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен творчествăллă пултарулăхне аталантарасси, шкул тата класс тулашĕнче чăваш чĕлхине вĕрентессине вăйлатасси. Вăйă-конкурса 7-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Кашни ача хăйĕн пултарулăхне çак  станцире палăртрĕ:

 1. «Чĕлхе – халăх мулĕ» – чăваш чĕлхи;

 2. «Чăваш Республикин паллă вырăнĕсемпе паллă çыннисем»;

 3. «Чăваш сăмахлăхĕ»;

 4. «Илемлĕх тĕнчи» – (Митты Ваçлейĕ, Н. Ижендей, П.Эйзин, А. Алка сăввисене пăхмасăр калани);

 5. «Пирĕн пултарулăх» – ачасем хăйсем çырнă сăввисене вулани, юрă юрлани.

Жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртрĕç. «Чĕлхе- халăх мулĕ» номинацире  Судакова Светлана - çĕнтерÿçĕ , призерсем: Степкин Вадим, Илюшкина Луиза. «Чăваш сăмахлăхĕ» номинацире  Ивантаева Екатерина - çĕнтерÿçĕ, призерсем: Жижайкина Анастасия, Медакина Полина, Спиридонова Дария. «Илемлĕх тĕнчи» номинацире Булаткина Кира - çĕнтерÿçĕ, призер: Емельянова Надежда. «Чăваш Республикин паллă вырăнĕсемпе  паллă çыннисем» номинацире Иванова Анастасия - çĕнтерÿçĕ , призер: Молодейкина Ольга. «Пирĕн пултарулăх» номинацире призерсем: Яковлева Анастасия, Макарова Анастасия.

 

Сăн ÿкерчĕксем 

 

Первоисточник: Отдел образования администрации Красночетайского района