«Кĕскен каласа нумай пĕлтерер»

2018 çулхи юпа-чÿк уйăхĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Кĕскен каласа нумай пĕлтерер» конкурс ирттерчĕ. Конкурса Чăваш Республикин тата ун тулашĕнчи шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен 61 педагог хутшăнчĕ. Конкурс 3 номинаципе иртрĕ. Палăртмалла, Мишеркаси шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен С.В. Храмова конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Эпир, шкул коллективĕ, ăна саламласа малашне те хастар та пултаруллă пулма, тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илме сунатпăр!