Тăван чĕлхе эрни малалла пырать. Паян шкулта ачасен пултарулăхне, çырас ăсталăхне аталантарас тĕллевпе синквейнсен конкурсĕ иртрĕ. Вĕренекенсем тăван чĕлхе пирки рифмăсăр сăвăсем çырчĕç. Конкурса 5-7 классем активлă хутшăнчĕç. Жюри членĕсем сăвăсене тишкернĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç:
1-мĕш вырăн – Храмова Д.(6 кл.), Макарова Е.(7 кл.);
2-мĕш вырăн – Петрова С. (6кл.), Степанова Е. (7кл.), Журавлева Д. (5кл.);
3-мĕш вырăн – Серейкина Э. (6кл.), Акимов А. (7кл.), Романов Р. (6 кл.).