Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче Театр çулне тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Конкурса кашни шкултан çиччĕмĕшпе саккăрмĕш класра вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Вĕсем виçĕ номинацире тупăшрĕç: «Тăван çĕр-шыв», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм» тата «Театр – наци чунĕ». Паллăртмалла, Мишеркасси шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен Екатерина Макарова «Театр – наци чунĕ» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Эпир ăна саламлатпăр. Малашне те ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр.