Ульяна Макарова «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă.

Ульяна Макарова «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă.

Чăваш наци конгресĕ кăрлач уйăхĕнче регионсем хушшинче иртекен чăваш халăх поэчě Петěр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурса ирттерчĕ. Конкурса тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем хутшăнчĕç. Вĕсен пултаруллă поэтăмăрăн пĕр-пĕр сăввине илемлĕ вуласа памалла пулнă. Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче жюри членĕсем пĕтĕмлетÿ турĕç.

Мишеркасси шкулĕн 6-мĕш класра вĕренекен Ульяна Макарова та çак конкурса хутшăнчĕ. Вăл Петĕр Хусанкайăн «Сăпка юрри» сăввине вуласа пачĕ. Конкурсра Ульяна 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Ăна эпир саламлатпăр, малалла та тĕрлĕ конкурссенче хутшăнма ăнăçу сунатпăр!  

Конкурсра кам çěнтернине çак ссылкăпа куçса пěлме пулатьcloud.mail.ru 

 Видео ссылки МБОУ "Мижеркасинская ООШ" (vk.com)