Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Кашни халăх чĕлхи – турă панă пуянлăх. Ăна упрамалла, хисеплемелле. Пирĕн тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи.
Паян Мишеркасси шкулĕнче çак куна халалласа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Храмова 6-мĕш класра вĕренекенсемпе «Чăваш чĕлхи — чĕкеç чĕлхи» урок ирттерчĕ.
Ачасем урокра тăван чĕлхе çинчен сăвăсем вуларĕç, грамматика вăййисене вылярĕç, тăван чĕлхене халалласа синквейн çырчĕç. Тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси вĕсенчен килнине палăртрĕç.