Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ

ЮНЕСКĂН генеральнăй конференцийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, 1999 çултан пуçласа пĕтĕм тĕнчере тăван чĕлхе кунне уявлаççĕ. Ăна нарăс (февраль) уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ, халăх историйĕн тĕкĕрĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – çав чĕлхепе калаçакан кашни çыннăн тивĕçĕ те яваплăхĕ пулса тăмалла. Тăван сăмах вăл ламран лама куçса пырсан çеç, тин çуралнă пепкешĕн тăван сасă пулса тĕвĕленсен çеç малалла аталанать. Апла пулсан, тăван чĕлхене çĕклесси, вăй-хăват кĕртесси такамран мар, хамăртанах килет.

Хаклă туссем! Тăван чĕлхепе шăкăл-шăкăл калаçса, шăнкăр-шăнкăр юрласа, тăпăр-тăпăр ташласа ăна малалла аталантарар, чĕрĕлĕх парар! Юратнă Чăваш eн ÿссе-илемленсе, çĕкленсе аталаннă пекех, юратнă тăван чĕлхе те вăй-хăватлантăрччĕ, унăн чĕрĕ тымарĕ нихăçан та ан хăртăрччĕ. Çапла пултăрччĕ!