"Мухтав сире, ентешĕмсем!"

"Мухтав сире, ентешĕмсем!"

2022 çула Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен  çулталăкĕ тесе палăртнă. Çак çулталăка халалласа Мишеркасси шкулĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет.  Акă паян, пуш уйăхĕн вун улттăмĕшĕнче, «Мухтав сире, ентешĕмсем» ятлă уçă класс сехечĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Храмова паллă чăваш поэчĕсемпе писателĕсем, истори предметне вĕрентекен Лидия Яруськина чăвашсен паллă комдивĕ Василий Чапаев, пуçламăш класс вĕрентекенĕ Елена Петрова Трубина Мархви çыравçă çинчен шкул ачисене каласа кăтартрĕç. Шкул библиотекарĕ Надежда Михатайкина кĕнеке куравне йĕркелерĕ. Мероприятире ачасем Хĕрлĕ Чутай районĕн паллă поэчĕсен сăввисене вуларĕç. Мухтавлă ентешсене халалланă интернет уçлăхĕнчи сайтсемпе паллашрĕç.

Фотогалерея