Хĕрлĕ Чутай районĕ… Мĕнле хитре, пуян вăл. Пуян анлă уй-хирĕсемпе, сип-симĕс вăрманĕсемпе, анлă шывĕсемпе. Пуян талантлă, ĕçчен те пултаруллă, мухтавлă çыннисемпе. Вĕсен ячĕ хамăр районпа республикăра кăна мар, Раççейре те, тĕнчипе те паллă.
Е. И. Рожанский Чулхула облаçĕнчи Кăрмăшра священник кил-йышĕнче çуралнă. Вăл чăвашла словарьсем, тĕрленчĕксем, çырусем пичетлесе кăларнă, «Кĕске катехизиса» чăвашла куçарнă, чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматикине — «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» — çырас ĕçе те активлă хутшăннă.
Аваллăхсăр малашлăх çук теççĕ. Апла пулсан хамăр несĕлсене асрах тытмалла. Вĕсем çинчен шкул ачисен пĕлмеллех, пирĕн вара – вĕрентмеллех.
Ермей Рожанский пирки тӗплӗнрех ҫак ссылкӑпа http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001007.pdf кӗрсе В.Г. Родионов ҫырнӑ кӗнекере паллашма пулать.